Викторина
«Ф.М. Лукин – паллă композитор»
1. Ф.М.Лукин хăçан тата ăçта çуралса ÿснĕ? |
2. Филипăн ашшĕпе амăшĕ мĕн ятлă пулнă, пулас композитор çемьере миçемĕш ача пулнă? |
3. Пулас композитор музыкăпа туслашасси ăçтан пуçланнă? Кам пулăшнипе? |
4. Шупашкарти музыка шкулне (театрпа музыка техникумне) хăçан вĕренме кĕнĕ çамрăк Хĕлип? Мĕнле уйрăмра вĕреннĕ вăл? |
5. Музыка училищинче пĕлÿ илнĕ тапхăрта Филипшăн хăш çул асра юлнă? |
6. 1929 çулта Ф.Лукин Ф.Павлов ертсе пыракан кружока çырăнать. Çавăнта вăл хăй тĕллĕн юрăсем çырма пуçлать. Хăйĕн пĕрремĕш юррисене ăçта пичетлет вăл? |
7. Мускаври музыка консерваторийĕнче хăш педагогсен класĕнче вĕреннĕ? |
8. 1942 çулта консерватори пĕлĕвĕ илнĕ Филипа мĕнле пултарулăх ушкăнне ертсе пыма шанаççĕ? |
9. Ф.М.Лукинăн 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче çырнă хайлавĕсене палăртăр. |
10. Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн правлени председателĕнче миçе çул хушши вăй хунă вăл? |
11. Филипп Лукинăн «Хăмла пахчи» юрă сăввин текстне Петĕр Ялкирпа Николай Сандров çырнă. Хушма юрлав тексчĕ хăшĕн-ши? |
12. Композитор ачасем валли те сахал мар юрă çырнă. Хăй пурнăç тăршшĕнче ачасем валли миçе юрă хайлама мехел çитернĕ композитор? |
13. Чăваш академи театрĕн сцени çинче лартнă хăш спектакльсене Ф.Лукин музыкипе илемлетнĕ? |
14. Çак произведенисенчен хăшĕсене автор скрипкăпа фортепиано валли çырнă? |
15. Çак сăмахсене кам тата хăçан каланă: «Филипп Миронович пирĕншĕн аслă юлташчĕ, хăйĕн анлă тавра курăмĕпе, сăнавĕ-канашĕпе пире пулăшса пыратчĕ. Пĕрлехи ыйтусене татса панă чухне хăй шухăшне татăклăн та уçăмлăн калатчĕ, тĕрĕслĕхе хăюллăн хÿтĕлетчĕ, чăн-чăн искусство халăх пултарулăхĕ çинче никĕсленсе тăмаллине яланах асра тытма вĕрентетчĕ»? |
16. Çак юрă тексчĕ Ф.М.Лукин композиторăн хăш юрринчен? Сар хĕвел ансан кÿршĕ ял хыçне, Çăлтăрсем тухсан каçхи тÿпене, Ман çине ăшшăн пăхаççĕ Хура куçсем, çĕмĕрт куçсем Шуçăм киличчен, тул çутăличчен. |
17. Ф.М.Лукина халалланă сăвă авторĕ кам? Ыр çыннăн ячĕ – ырă палăк, – Йăл-йăл çиçет хĕвел куллен. Хăйне пăхса ÿстернĕ халăх, Чун-чĕринче пурнать Лукин. |
18. Филипп Лукина мирлĕ ĕçри хастарлăхпа паттăрлăхшăн мĕнле орден-медальпе наградăланă? Ф.М.Лукин ячĕллĕ урам Шупашкарăн хăш районĕнче вырнаçнă? |