Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пур хулапа ялта тата уйрӑм вырӑнсенче "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2026" акци иртрӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин сумӗпе хисепне ӳстересси,тӑван чӗлхен пӗлтерӗшне палӑртасси, чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслесси. Упи шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенӗсем кашни ҫулах ҫак ырӑ акцие хапӑллӑн хутшӑнаҫҫӗ, кӑҫал та 32 ҫын хӑйсем чӑвашла пӗлнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗсенчен вун ҫиччӗшӗ "аван" паллӑ илчӗҫ. Малашне те ҫак акцие хастар хутшӑнасса шанатпӑр.

