Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшенче Красноармейски муниципалитет округӗн Красноармейски салин Тӗп библиотекинче Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа "Сӑввӑмҫӑмсем, шӑнкӑртатса шӑранӑр" сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.
Конкурса Трак ен шкулӗсенче вӗренекен 52 ача хутшӑнчӗ, вӗсенчен ҫиччӗшӗ - пирӗн шкултан.
Ачасем хӑйсем суйласа илнӗ сӑвӑсене пӑхмасӑр каласа вырăнсем ҫӗнсе илчӗҫ.
I вырӑн - Даша Дмитриева, 5 класс
II вырӑн - Николаев Егор, 7 класс, Никифоров Максим, 8 класс
III вырӑн - Васильев Кирилл, 10 класс, Ефимов Данил,10 класс.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чунтанах саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.