Нарăс
уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан
пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе
тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене
сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак
уява.
Чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен Петрова С.В. нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7-мĕш
класра «Чăвашăн юратнă йывăçĕ» уçă урок ирттерчĕ. Ачасем урокра Хветĕр Уярăн «Юратнă
йывăç» тĕрленчĕкне тишкерчĕç, клоуз-тест, синквейн турĕç. Çавăн пекех Муркаш
районĕнчи Ильинка лесничествинчи юман «Раççейри çулталăк йывăçĕ» пулнине,
Бронислав Ильич Гузовский юман вăрманĕсене сыхласа хăварас енĕпе 1200 гектар
йывăç лартса хăварнине, юман çăпанĕнчен вăрçă вăхăтĕнче чернил тунине, юман
вăрманĕ сывлăхшăн питĕ сиплĕ пулнине пĕлчĕç. Вĕренекенсене уйрăмах «асамлă чăматанри»
юманран тунă япаласем кăмăла кайрĕç.
2024
çул Чăваш Республикинче эколги культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă
курнин çулталăкĕ пулнă май ачасем çут çанталăка упрама тата йывăç лартма сăмах
пачĕç.