Муниципалитет шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен "Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок-2023" фестивальте чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Валерьяновна Петровӑна 3- мӗш вырӑн йӹшӑннӑ ятпа саламлатпӑр

Муниципалитет шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен "Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок-2023" фестивальте  чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Валерьяновна Петровӑна 3- мӗш вырӑн йӹшӑннӑ ятпа саламлатпӑр



     Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Трак шкулӗнче округри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен "Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок-2023" фестивалӗ иртрӗ.

    Фестиваль тӗллевӗ — Федераллӑ Патшалӑх Вӗрентӳ Стандарчӗпе килӗшсе тӑракан тата паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен урок пама хӑнӑхасси, пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси тата вӗсене хавхалантарасси. Фестиваль икӗ тархӑрпа иртрӗ. Пӗрремӗш тапхăрта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем уҫӑ уроксен технологи карттипе презентацисене конкурса тӑратрӗҫ. Жюри членӗсем ( Яковлева Т.В.,Назарова С.М.,Никандрова А.Ю) тăватă ӗҫе суйласа илчӗҫ.

    Фестивалӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче вара вӗрентекенсем уҫӑ уроксем пачӗҫ. Трак вӑтам шкул вӗрентекенӗ И.Ф.Михайлова 5-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Сурхури уявӗ» чӑваш чӗлхи урокне кăтартрĕ, Красноармейски вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ З.П.Михайлова 7-мӗш класс вӗренекенӗсемпе К.В.Иванов "Нарспи" поэмин "Сарӑ хӗр"сыпӑкӗ тӑрӑх «Ӗҫчен алӑ ӗҫ тупать» уҫӑ урок ирттерчĕ, 6-мӗш классем Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн вӗрентекенӗ И.Н.Козлова ертсе пынипе «Чӑваш апачӗ» темӑпа чӑваш чӗлхи урокӗнче тухăҫлă ӗҫлерĕҫ. Упи вӑтам шкул вӗрентекенӗ Петрова С.В «А.Г.Николаев- чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленӗ паттӑр» чӑваш литературипе ирттернĕ урокра 5-мĕш класс ачисемпе тĕрлĕ ĕҫсем туса тĕлĕнтерчĕҫ. 

     Муниципалитет шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕнче  Упи вӑтам шулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Валерьяновна Петровӑна 3- мӗш вырӑн йӹшӑннӑ ятпа саламлатпӑр. Малалла та ӑнӑҫусем сунатпӑр.