"Чӑваш Енӗн Паллӑ ҫыннисем" диктант

"Чӑваш Енӗн Паллӑ ҫыннисем" диктант

   Ака уйӑхӗн 22-мӗшенче Упи шкулӗнчи 15 ача тата 6 вӗрентекен  "Чӑваш Енӗн Паллӑ ҫыннисем" диктанта хутшӑнчӗҫ. Диктанта Чӑваш Республикин историне тӗпчес, ҫамрӑксен патриотла воспитанине ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. 45 минут хушшинче диктанта хутшӑнакансем пирӗн паллӑ ентешсен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне халалланӑ 30 ыйту ҫине хуравларӗҫ. Республикӑри диктанта хутшӑнакансем пурте сертификатсем, ҫӗнтерӳҫӗсем-дипломсем илӗҫ.