«Н.А. Александров – вăрçă паттăрĕ, танкист» çавра сĕтел

Кашни пулăмăн хăйĕн вăхăчĕ теççĕ. Çут çанталăкĕ те хăйĕн асамлă вăрттăнлăхĕпе тĕлĕнтерет. Пĕчĕк ачан таса куççулĕ пек йĕпхÿ пĕрĕхет те - сар çу евĕр хĕвелĕ тĕнчене ăшăлăхпа сипетлĕх валеçет.

Шăп та лăп çавăн пек илемлĕ кун, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Упири пĕтемĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тĕлĕнмелле мухтавлă та, пур енчен те маттур хăна, Георгий Леонидович Ефимов килсе çитрĕ. Пултарулăх лаççинче вăл хăйне мĕн астăвассах тăрăшать.

Паянхи тĕл пулу тĕллевĕсенчен пĕри – Николай Александрович Александров вăрçă ветеранĕн пурнăçепе пултарулăхĕпе паллаштарасси пулчĕ.  Чи малтанах 8-мĕш класра вĕренекен  Инга Фомина «Н.А.Александров – вăрçă паттарĕ, танкист» презентаципе паллаштарчĕ. Георгий Леонидович салтакăн ачалăхĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ, вăрçă хыççăнхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Çамрăк ăрăва  вăл  пуçа усмасăр, йывăрлăхран хăрамасăр малашлăха талпăнма хавхалантарчĕ. Тем пек йывăр пулсан та пуçа çÿлелле тивĕçлĕн çĕклеме, тăварлă куççуль витĕр тÿрĕ çултан пăрăнмасар пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн пусма пехиллерĕ.