Асамлăх тĕнчи

   Çурхи янкăр та тÿлек кун, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, шкул автобусĕ ача-пăчан хаваслă сассипе тулчĕ. Çÿл тÿпери услам çу пек сар хĕвелĕ вĕсене илĕртÿллĕн юратса хăйĕн ăшшине парнелерĕ. Тимĕр урхамах хуçи, Владимир Ильич, хăйне шанса панă техникăна çирĕппĕн тытса пычĕ, çамрăк ăрăва асамлăх тĕнчипе паллаштарма васкарĕ.

   Çут тĕнчене килнĕ этем чĕре сури тунипе çеç пурăнмасть. Ăна таса сывлăш пекех чун апачĕ те кирлĕ. Çакна Упи шкулĕнче тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани паракансем аван пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхи эрнинче Светлана Валерьяновна вăтам ÿсĕмри ачасене районти историпе краеведени музейĕпе паллаштарма тĕв турĕ. Паянхи куна музей Именкасси шкулĕнче вырнаçнă.

   Кунта ырми-канми вăй хуракан Валентина Аркадьевна вĕренекенсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çепĕç те вашаватскер ачасене музейпа паллаштарма йыхравларĕ. Музейăн пĕрремеш пÿлĕмĕнче çамрăк яш-кĕрĕме мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕпе кун-çулĕ, йăли-йĕрки тыткăнларĕ. Ламаран лама, йăхран йăха куçса пыракан несĕлĕмĕрсен тупри упранать иккен кунта. Пÿлĕмре этем пурнăçĕнчи çулталăк çаврăнăшĕпе пулса иртекен уявсене сăнлакан ылтăнран та хаклă экспонатсене тирпейлĕн вырнаçтарнă. Мăн асаттепе асаннесен ăс-хакăлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ тарăннăн сăнланнă вĕсенче. Ача кÿмине курсан анне мана сăпкара сиктерни аса килчĕ, унăн çепĕç сасси чуна ăшăтрĕ. Валентина Аркадьевна пире ĕлĕкхи çын тарăн хуранта апат пĕçернипе те паллаштарчĕ, пир станокĕпе те тĕртсе кăтартрĕ. Чăннипех те, пĕлменни, курманни, вĕренмелли, тĕлĕнмелли кунта темĕн чухлех.

    Музейăн иккĕмĕш пулĕмĕнче Аслă тĕнче вăрçинче пуç хунă, ку тăрăхра кун çути курса ÿтленнĕ кĕреш юман пек салатаксен мемориалне йĕркеленĕ. Вĕсен пархатарлă та сумлă паттăрлăхĕ вилĕмсĕр. Эпир, çамрăк ăру, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Хаяр вăрçăра пуç хунисене сума суса Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем, хăюллă пулма тупа тăватпăр.

     Музейăн виççĕмĕш пулĕмĕнче чăвашлăх тĕнчи «хуçаланни» тыкăнларĕ. Кунта пур çĕрте те тăнăçлăхпа шайлашулăах сĕмĕ пурри илĕртрĕ. Трак ен тăрăхенчен тухна паллă сăвăçсемпе çыравçăсен сăн ÿкерчĕкĕсен, вĕсен ахахран та хаклă ĕçĕсен галерейине йĕркеленĕ тейĕн кунта. Сумлă чăваш çыннин пултарулăхĕ чуна хавхалантарать, малашлăха талпăнма вăй-хал парнелет, чун-чĕре хĕлĕхĕсене вăратса алла калем тытма хистет. Çавăнпах ĕнтĕ хам курнине, илтнине сире, вулакансене, пĕлтермесĕр юлас темерĕм. Май тупса, вăхăта шеллемесĕрех эсир те кунта килсе курма тăрăшăр, ан ÿркенĕр çеç.