Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ

                                                                             Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
                                                                  Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
                                                                    Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,
                                                    Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

                                                                                                                     Ухсай Яккӑвӗ.

    Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен Упири пĕтĕмĕшле пелÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Ăна эпир чăваш чĕлхине тата Раççейри Театр çулталăкне халалларăмăр.


    Ака уйăхĕн 22-мĕшĕ, тунти кун


  Ирхине ачасем линейкана пуçтарăнчĕç. Петрова С.В. чăваш чĕлхи эрнин планĕпе паллаштарчĕ.  Шкул шайĕнче иртекен пĕрремĕш мероприяти - вулавăшра йĕркеленĕ кĕнекесен куравĕ пулчĕ. Тăхтав вăхăтĕнче ачасем «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта калараканĕ» куравпа паллашрĕç.
   Уроксем хыççăн 6-7 класс ачисем хушшинче «Аслă тытăçу» вăйă иртрĕ. Ăна 10-мĕш класра вĕренекен Светлана Якимова ирттерчĕ. Тĕллевсем: ачан тавра курăмне пуянлатасси, тавçăрулăха ÿстересси, ăнкарăвне, шухăшлав хăвăртлăхне аталантарасси, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе усă курса ытарлă калаçма хăнăхтарасси. Вĕренекенсем «Ĕненетĕр-и эсир?» «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и ?», «Ваттисен сăмахĕсене йĕркеле», „Чăваш тĕнчи“, „Хивре ыйту“ , «Рифмине туп» конкурссенче ăмăртрĕç. Ăмăрту питĕ хастар иртрĕ. Ку вӑйăра «Яковлев хунавĕсем» ушкӑн (6 класс) 30 балл пухса «Ҫӗнтерӳçӗ»  пулса тăчĕ. Иккӗмĕш вырӑна «Çеçпĕлсем» ушкăн (7 класс) тухрĕ. Вӗсем  28 балл пухрӗç. Ҫӗнтерӳçӗсене  саламлатпӑр!!!

    Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ, ытлари кун

    1-4, 7-8 классем Г.А. Васильева, С.Г. Андреева, С.В. Петрова вӗрентекенсем ертсе пынипе районти историпе краеведени музейĕнче пулчĕç. Кунта ырми-канми вăй хуракан Валентина Аркадьевна вĕренекенсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çамрăк яш-кĕрĕме мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕпе кун-çулĕ, йăли-йĕрки тыткăнларĕ. Ламаран лама, йăхран йăха куçса пыракан несĕлĕмĕрсен тупри упранать иккен кунта. Пÿлĕмре этем пурнăçĕнчи çулталăк çаврăнăшĕпе пулса иртекен уявсене сăнлакан ылтăнран та хаклă экспонатсене тирпейлĕн вырнаçтарнă. Мăн асаттепе асаннесен ăс-хакăлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ тарăннăн сăнланнă вĕсенче. Валентина Аркадьевна чăваш халахĕн йăли-йĕркипе, «Тăван тавралăх илемĕ» сан ÿкерчĕксен куравĕпе, Трак районĕнчи ÿнерçĕсен картинисемпе, хамăр районти ал ĕç ăстисен ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ачесем ĕлĕкхи пир станокĕпе те тĕртме вĕренчĕç. Музейăн тепĕр пулĕмĕнче Аслă Аттелĕх, Афган тат Чечен вăрçисенче пулнă, ку тăрăхра кун çути курса ÿтленнĕ паттăр салатаксен мемориалне йĕркеленĕ. Литература пÿлĕмĕнче Трак тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсен 38 сăн ÿкерчĕкне, вĕсен кĕнекисене вырнаçтарнă.
    Чăннипех те, пĕлменни, курманни, вĕренмелли, тĕлĕнмелли кунта темĕн чухлех.

   Уроксем хыççăн 5-8 класс ачисем «Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа–120 çул» презентаципе паллашрĕç. Хĕвеллĕ пурнăç юрăçин пурнăçĕпе пултарулăхне пăхса тухрĕç, сăввисене вуларĕç.

   Васильева Г.А. вĕрентекен 3-мĕш класра «Чăвашсем те акăлчнла пĕлеççĕ» викторина ирттерчĕ. Ачасем Великобритани çĕр-шывĕн историне, паллă вырăнĕсемпе çыннисене пĕлнине кăтартрĕç. 1-мĕш вырăна Авандеева Аня тухрĕ, 2-мĕшне – Варфоломеев Артём, 3-мĕшне – Иванова Дианăпа Васильев Кирилл. Çавăн пекех 3-мĕш класра вĕренекенсем кĕçĕн класс ачисем валли акăлчанла «Хĕрлĕ калпак», «Пĕчĕк хĕрлĕ чăх» юмахсем лартса пачĕç.

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ, юн кун
     8-мĕш класра «Тăван чĕлхе, эс вĕçĕмсĕр чĕлхе!» ăмăрту иртрĕ. Ачасем И. Я. Яковлевăн халалне аса илчĕç, чăваш чĕлипе литературипе хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравларĕç. «Шурăмпуç» ушкăн «Чĕкеçсене» çĕнтерчĕ.
    Раççейри Театр çулталăкне халалласа алăпа ăсталанă маскăсен конкурсĕ («Театр маски») иртрĕ. 1-мĕш вырăнсем: Константинова Валерия (7 кл.), Фомина Инга (7 кл.), Никифорова Ангелина (7 кл.); 2-мĕш вырăнсем: Александрова Людмила (5 кл.), Кириллова Марина (5 кл.),  Марков Константин (8 кл.); 3-мĕш вырăнсем: Никитина Анжелика (8 кл.), Петров Максим (7 кл.).

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, кĕçнерни кун

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ.  Çак куна халалласа 10-мĕш класра вĕренекенсем хаçат кăларчĕç.

     Раççейри театр çулне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцие те шкул ачисем хапăлласах хутшăнчĕç. Пурĕ çирĕм пиллĕкĕн: 24 вĕренекен тата пĕр вĕрентекен.  Тепĕр çул диктанта тата пысăкрах йышпа çырма шухăшларĕç.

     Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Яковлев хунавĕсем» ача-пăча пĕрлешĕвен фестивалĕ иртрĕ. Ачасем шкула симĕс, хĕрлĕ, сарă галстуксем çыхса килчĕç. Кашни ÿсĕмĕн хăйĕн галстукĕ. Уява 8-мĕш тата 10-мĕш класра вĕренкен Петров Максимпа Якимова Светлана ертсе пычĕç. Чи малтанах параппан сассипе «Яковлев хунавĕсем» пĕрлешĕвен ялавне йăтса кĕчĕç. Унтан организацин гимнĕ янрарĕ. Малалла 1-мĕш класра вĕренекенсене «Яковлев хунавĕсем» пĕрлешĕве илчĕç. Уявпа саламласа шкул ачисем чăваш юри-ташшисемпе савăнтарчĕç.


   Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ, эрне кун

    Раççейри Театр çулталăкне халалласа 1-4 классенче вĕренкенсем хушшинче «Театр чаршавĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсем: Васильева Мирослава (1 кл.), Романова Анастасия (2 кл.), Антонова Эвелина (4 кл.), Константинова Мария (4 кл.)

   Н.Янкас çуралнаранпа 110 çул, Çеçпел Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа район шайенче «Улăп-2019: Эпир Улăп йăхĕнчен!» вăйă конкурс иртрĕ. Унта пирĕн шкултан 4 ача хутшăнчĕ: Никифорова Ангелина (7 кл.), Фомина Инга (7 кл.), Якимова Светлана (10 кл.), Николаева Вероника (10 кл.)

    Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ, шăмат кун

    Мăн кун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли. Çăмарта шурри - Çут Тĕнче палли, çăмарта сарри – Хĕвел палли. Ачасем «Мăн кун çăмарти» конкурса хутшăнчĕç. 1-мĕш вырăнсем: Иванова Диана (3 кл.), Илларионова Света ( 7 кл.), 2 –мĕш вырăнсем: Константинова Валерия ( 7 кл.), Константинов Максим ( 7 кл.), 3-мĕш вырăн: Николаев Дима (7 кл.).

     Чăваш чĕлхи эрни линейкăра пĕтемлетнипе вĕçленчĕ. Çĕнтерÿçесене дипломсем парса чысларĕç.