Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ

   Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче, Красноармейски районĕнчи Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Чи малтанах ачасем „Чăваш халăх просветителĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ“ презентаципе паллашрĕç, кăсăклă ыйтусем пачěç.

      И.Я.Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ. Сакǎр çула çитнĕ-çитменех лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр, çав вǎхǎтрах пархатарлǎ пулнине чĕрипе туйса çитĕннĕ. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса лайǎх ǎнланнǎ вǎл. Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра ǎс пухать. Ырми-канми вǎй хунипе 1868 çулта Чǎваш шкулĕ уçǎлать. Çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство çыннисем ÿссе çитĕнеççĕ. Тǎван сǎмах сумĕ чи çÿллĕ шая хǎпарса çитет, чǎваш алфавичĕ йĕркеленет, халǎха вĕрентес ĕç анлǎн тапранса каять, илемлĕ литература чĕлхи никĕсленет, чǎваш юрри-кĕвви çунат сарать. И.Я.Яковлев уçнǎ Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухнǎ çамрǎксем – К.Иванов, М.Трубина, Ф.Павлов тата ыттисем те – тǎван халǎх тĕнче курǎмне çĕнĕ пусǎма çĕклеме мехел çитереççĕ.

    Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я.Яковлев! Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн, пĕр сǎмахпа пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать. 50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл. Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех илемлĕ литература ани çинче те çанǎ тавǎрсах ĕçленĕ. И.Я.Яковлев уйрǎмах ача-пǎча хайлавĕсем çырнипе паллǎ: «Кулачǎ», «Лаша шырани», «Çил-тǎвǎл» т.ыт.те. Библи сыпǎкĕсене те чǎвашла куçарнǎ. Аслǎ Вĕрентекен пил панипе чǎваш ялĕсенче шкулсем уçǎлнǎ.

      Малалла 2-8-мĕш классенче вĕренекенсем И.Яковлев хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ сценкăсене лартрĕç: „Лаша шырани“, “Эпĕ ÿкĕнни“, “Автан“, „Чăлха çыхни“, Тилĕпе тăрна“, „Йăлăнтарни“, „Кулачă“. 7-мĕш классем ача чăкăчĕ йăли-йĕркине выляса кăтартрĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.

Сăн ÿкерчĕксем