Çăварни уявĕ

   Чăваш пурнăçĕнче ял-йышпа пухăнса ирттеркен йăла-йĕркесем чылай. Вĕсене пирĕн асаттесем, хальхи вăхăтра вара атте-аннесем çуркунне, çулла, хĕлле е кĕркунне ялан пĕр вăхăта пăхăнса ирттереççĕ.
   Кашни уявăнах авалтан килекен хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ, сăмахлăхĕ, юрри-ташши, илемĕ пур. Çăварни уявĕнче сив хĕле ăсататпăр, çуркуннене, çуллана кĕтсе илекен шухăш-туйăмсене палăртатпăр.  Çăварни юрри-такмакĕ  çĕр ĕçĕпе те тачă çыхăннă. Ку уява хирти ĕçсене хăвăрт, вăр-вар пуçтармалла пултăр тесе ирттереççĕ.
     Эпир те, шкул ачисем, çав йăласене ирттеретпĕр.  Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Çăварни уявĕ» ирттертĕмĕр.  Унта 5-7 класс ачисем хутшăнчĕç.

     1 ертсе пыракан:     Пурне те! Пурне те! Пурне те!  
                              Тăвайккинчен  ярăнма юратакансене,
                              икерчĕ тутанас текенсене,
                              чир-чĕртен тасалма шутлакансене
                              çăварни уявне чĕнетпĕр.
2 ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр пурне те! Паян эпир сирĕнпе çакăнта çăварни уявне пуçтарăнтăмăр.
   Çăварни – пысăк та савăнăçлă уяв. Ăна ĕлĕк-авал Италири шавлă карнавалсенчен пуçланнă теççĕ. Çăварни кунĕсене мăн кун умĕнхи типе кĕриччен 8 кун маларах (пĕр вырсарни кунтан пуçласа тепĕр вырсарни кунччен) уявлаççĕ. Ку уяв кашни çул пĕр вăхăтра килмест, вăл мăн кун хăçан пулассипе тачă çыхăнна.
   Çăварни пуçламăшĕ – аслă çăварни. Кăçалхи календарьпеаслă çăварни нарăсăн 12-мĕшĕнче, вĕçĕ- кĕçĕн çăварни, вăл нарăсăн 18-мĕшĕнче пулать.
Кĕçĕн çăварнинче çамрăксем пĕтĕм вăйпа каттачи чупнă. Эрнипех ял-йыш савăннă, ваттисем кÿршĕсемпе пĕрле киленнĕ, ача-пăча йĕлтĕр-çунашкапа ярăннă. Тăвайккинчен чи малтан ярăнса анаканăн çуни инçе каймасан акнă кантăр, йĕтĕнĕ лутра, инçе ярăнса кайсан – вăрăм пулать теççĕ.
Çавăн пекех Çварни уявĕнче улăмран çăварни карчăкĕ туса ăна сăрт çине лартнă, кайран çунтарса янă. Вут хывса ун урлă сиксе ырă- усалсенчен, чир- чĕртен тасалнă. Çăварни кăвайчĕ вăйла çунсан çуркунне час пулать, çу ăшă пулать теççĕ. Хăш ялсен çăварни кăвайчĕ пысăкрах пулать, çавсен тырри-пулли ăнса пулать теççĕ.

Ачасем сăвă калаççĕ.                

1. Çăварни, çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр¬-и?

2. Çитрĕ, çитрĕ çăварни,
Кĕçех çитрĕ çу эрни
Эй, яш-кĕрĕм, ачапча,
Чупса юлар катаччи!

3. Ачасем! Тăвансем! Васкăр, килĕр!
Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ.
Çăварни, çăварни, çăварна карса кил!
Кап-кап икерчĕ хып!

4. Шăнкăрав сасси янăрать,
Çамрăк-кĕрĕм савăнать.
Çăварни килет çич кунлăх
Ма килмест-ши çĕр кунлăх?

5. Аттен пахчи пулмасан,
Кайăк сасси илтес çук.
Аттен лаши пулмасан,
Çварни чупса курас çук.

 Çавăн пекех ачасем çăварни юррине юрларĕç.

   Малалла ăмăрту иртрĕ. Ачасем çунашкапа тупăшрĕç, йĕлтĕрпе ярăнса та пултарулăха кăтартрĕç. Çăпата ывăтасси те ачасене тыткăнларĕ… Чир-чĕртен тасалма çăварни карчăкне çунтартăмăр. Хĕр ачасем çÿçеллĕ тутăрсем çыхса килни уява капрлатрĕ. Уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем этеме унăн çут çанталăкри вырăнне ăнланма, çамрăксене çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿстерес ĕçпе паллаштарма, чир-чĕртен упранма, ăру йăх тăсма пулăшаççĕ. Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Çăварни уявĕ ăнăçлă иртрĕ. Вăйă-кулăпа, юрă-ташăпа савăнни нумайччен ачасен асĕнче юлĕ.