Хăюлăх урокĕ иртрĕ

 Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче  Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-6, 7-11 классенче Хăюлăх урокĕ иртрĕ. Тĕл пулăва аслă прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата  Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Иван Петрович Матвеев хутшăнчĕç.

 Петр Николаевич Читара 12 çул, Свердловскинче 16 çул службăра пулни çинчен каласа пачĕ.  Яковлев П.Н. Упи шкулне пĕтернĕ хыççăн Канашри училищĕре тракторист профессине алла илнĕ. 1962 çулта ăна пурнăç çулĕ Çерем çĕр уçнă çĕре илсе çитернĕ. Икĕ çул кунта вăй хунă хыççăн ытти çамрăксем пекех 23 çулта çар ретне тăнă. Кунта вăл водитель пулса чаçĕн полковникне турттарнă. Аслă прапорщик служба вăхăчĕ пĕтсен тăван тăрăха таврăннă. Кунта та ал усса ларман. Ял çыннисен пурнăçне çăмăллатас тесе чылай вăй хунă: Пайсупин  ялĕнчи çынсене газпа тивĕçтерес ĕçе хăй йĕркелесе пынă (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кĕртнĕ), районтан яла çитме автобус пулманран Афанасьев Виталий предпринимательпе Шупашкар-Пайсупин маршрут уçаççĕ. П.Н. Яковлев староста  ял çыннисемпе пĕрле пĕве тасатассине, ял çăвине тирпей-илем кÿртессине, çăва çуртне тăвассине йĕркелесе пырать. Вăл 2016 çултанпа Упи посленин хисеплĕ гражданинĕ. 2018 çулта ăна  Красноармейски районĕнчи ветерансен хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Иван Петрович Матвеев 1968-1970 çулсенче çар ретĕнче пулнă. Вăл Камчатка çурутравĕнче службăра тăнă, 25-549 № чаçре сержант пулнă. Çамрăклах алли пур ĕç патне те пынă. Киле килес умĕн чаçĕн столовăйне тат клубне илемлетсе панă.

Тĕл пулу питĕ ăнăçлă иртрĕ. Хăнасем çитĕнекен ăрăва çĕр-шыва юратма, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулмалли çинчен каларĕç, шалти тата тулашри политика çинче уйрăмах чарăнса тăчĕç. Паянхи саманари йывăрлăхсемпе те паллаштарчĕç.   «Ывăл ачасем!  Тăван çĕр-шыва юрăхлă пулăр, спортпа туслă пулăр», - тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне çар ĕçĕн ветеранĕ Петр Николаевич Яковлев.

 

Сăн ÿкерчĕксем