Георгий Туслипе ирттернĕ тĕл пулу каçĕ

Фото. Георгий Ефимов

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Упири пĕтĕмĕшле пелÿ паракан вăтам шкулта паллă ентеш çыравçăпа Георгий Леонидович Ефимовпа тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. «Çавал хумĕ» кружок членĕсем ентеш çыравçăн пĕрремĕш сăввине каçса кайсах итлерĕç, мĕншĕн тесен вĕсем те поэзи лаççинче пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ-çке. Ку сăвва «Ял пурнăçĕ» хаçат вулаканĕсене те паллаштарас килет. Сăвă ашшĕ ĕçне хакланă май çуралать:

Атте турĕ тимĕрч лаççинче
Тимĕртен çип-çивĕч лум.
Касатăп шăн çĕре –
Чăнк-чанк! Тăвать атте тунă лум.

Георгий Леонидович шкулта вĕреннĕ чухнех «Çавал хумĕсем» литература кружокне çÿрени çинчен, мĕнле ĕçлени çинчен каларĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сăвăсем çуралнине пĕлтерчĕ. Çыравçăн «Октябрь çулĕ» хаçатра пичетленсе тухнă «Марине» сăввине те вĕренекенсем кăмăлларĕç. 5-6 класра вĕренекенсен хăйсен те сăвă çырас кăмăлĕ çуралнине палăртрĕç. Георгий Ефимович паллă поэт, прозаик, публицист кăна мар, ăста купăсçă та. Пултаруллă ентеш ачасене купăс каласа, юрласа, ташласа савăнтарчĕ. Кружок членĕсене çыравçă экспромт сăвăпа паллаштарчĕ. Çав вăхăтрах 7-8 çавраллă сăвă хывма пултарни пурне те тыткăнларĕ паллах.

 
 

Упи шкул ачисем те парăмра юлмарĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Света Илларионова, Инга Фомина, Лейла Тимофеева, Валерия Константинова Петĕр Ялкир çырнă «Шăшисем», «Ăçта тĕрĕслĕх» интермедисене выляса кăтартрĕç. 6 класра вĕренекен Дмитриева Саша тата 5 класра вĕренекен Тимофеева Лейла хăйсен сăввисемпе паллаштарчĕç. Георгий Тусли вĕсен сăввисем ăнăçлă пулса тухнине палăртрĕ, татах та çырма хавхалантарчĕ.

Фото. Георгий Тусли Упи шкул ачисемпе

Тĕл пулу каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Авторсем: Васильева В.В. тата Петрова С.В.