Пĕтĕм чăваш диктантчĕ

2016 çулАка уйăхĕн25-мĕшĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктантчĕ» иртрĕ пирĕн шкултан сакăр ача хăй пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕ. Текст А.Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» хайлавран пулчĕ. Çав кунах уроксем хыççăн ачасем «Яковлев хунавĕсем» уявра савăнчĕç. 1, 4 классене «Яковлев хунавĕсен» ретне илнине палăртса галстуксем çыхса ячĕç. Сцена çинче чăваш юррисемпе сăвввисем янăрарĕç. 7 класс вĕренекенĕсем «Ĕç – пурнăç тыткăчи» пĕр пайлă сценкăпа куракансене савăнтарчĕç. Юлашкинчен чăваш чĕлхе эрнинче палăрнисене чысларĕç. Вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ районта иртекен «Туслăх кăшăлĕ» фестивале хутшăнчĕ. Унта хутшăннисем хушшинче «Пăрчăкан» сăвă вулакансен ăмăртăвĕнче, «Ятлă çынна ял савать» сăвă çыракансен ăмăртăвĕнче, «Улăп – 2016» викторинăра, «Ĕçчен çынна ял савать» сочинени çырса мала тухнисем пулчĕç.