2016 çулАка уйăхĕн20-мĕшĕ
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ «Улăп – 2016: Эпир Улăп йăхĕнчен!» ăмăртăва хутшăнчĕç. Вĕсем Элли Михайлович Юрьев çинчен хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравларĕç.
Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче шкул çумĕнчи çуртра çуралнă. Унăн ашшĕ, Михаил Иванович Юрьев, паллă чăваш журналисчĕ, поэт пулнă, хитре ÿкернĕ. Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Шупашкара куçса кайиччен Кĕçĕн Шетмĕри 7 çул вĕрнмелли шкул директорĕнче ĕçленĕ. Вăл çемьене тăрантарма пултаракан çын пулнă. Амăшĕ - Елена Ивановна Юрьева (Евдокимова) - ĕçчен, савăнăçлă, илемлĕ хĕрарăм, Пшонки ялĕнче çуралнă.
Элли çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Вĕсен çемйинче 10 ача ÿснĕ (4 ывăлпа 6 хĕр): Сентти, Элли, Луиза, Хаджи, Оксана, Олимпиада, Золя, Индира Земфира, Тимур. Улттăшĕ аслă пĕлÿ илме пултарнă. Элли, «Елесь» (авалхи тĕрĕк чĕлхинчен) - «ăста», «ĕçчен» тенине пĕлтерет.
Э.М.Юрьев ачалăхĕ Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче иртнĕ. Кунта Элли ашшĕ Михаил Иванович 1930-мĕш çулсенче пысăк çурт илнĕ пулнă. 1941 çулта Аслă аттелĕх вăрçине кайиччен çемьене Çирĕклĕ ялне куçарнă. Элли пĕчĕкренех тем те пĕлме тăрăшнă. Ÿкерес кăмăл Эллин ашшĕн ÿкерчĕксен альбомĕпе паллашнинчен пуçланнă. Чи малтанах çамрăк художник хаçатсемпе кĕнекери картинкăсене кăранташпа ÿкерсе илнĕ. Çут çанталăкпа ял пурнăçне ытларах ÿкерме кăмăлланă. Вăрçă вăхăтĕнче хут пулманран ал айне лекнĕ хаçатсем çине те ÿкернĕ. Çуллахи вăхăтра ăмăртмалла чупма, шыва кĕме кăмăлланă, хĕлле вара конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. Ашшĕ-амăшне те пулăшма манман. 6 çултах лаша кÿлсе колхозра лавçă пулса ĕçленĕ. Ÿнерçĕ пурнăçĕ яках пулман. «Пĕчĕк чухне Элли ÿпке шыççипе чирлесе ÿкет. Вăл вăхăтра çакă мĕнле хăрушă чир иккенне халь астутарма та кирлĕ мар. Пульницăра никам кĕтмен çĕртен Элли ашшĕ-амăшне сăрăпа хут илсе килме ыйтать. Пĕрле выртакансене вăл темĕн тĕрлĕ мультфильм ÿкерсе савăнтарать, инкек-синкекпе чир-чĕр çинчен манăçтарма пулăшать. Тухтăрсем те çак ырă терапишĕн ачана мухтанă. Кун хыççăн пульницăри ача-пăча унтан пĕр утăм та юласшăн пулман», - тесе аса илет художник йăмăкĕ Земфира Михайловна. Элли яшлăхра вĕçевçĕ пулма ĕмĕтленнĕ, ăна тÿпе туртнă. Анчах куçĕ япăхрах курни ĕмĕте ура хунă. 8 çулта Çирĕклĕри пуçламăш шкулăн 1-мĕш класне каять. Шкулта чи лайăх вĕренекен ачасенчен пĕри пулнă. Элли Михайловичăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ – Алексеева Римма Алексеевна. 1946-мĕш çулта Юрьевсен çемйи Шупашкара куçса каять. Элли хулари 6-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренме пуçлать. Шкул хаçачĕн редколлеги членĕ пулать 1955 çулта Элли Шупашкарти 6-мĕш №-лĕ вăтам шкултан вĕренсе тухать.1949-1952 çулсенче Элли Шупашкарти паллă художник Г.Д.Харлампьев сĕннипе ача-пăчан 1-мĕш № ÿнер шкулĕнче, кайран, 1951-1952 çç. Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренет. Вăл мĕн пĕчĕкрен тÿпене сăнама юратнă.1952-1955 çулсенче педагогика институчĕ çумĕнчи парашютистсен шкулĕнче вĕренет.17 çулта вăл пĕрремĕш хут парашютпа сикет. Ун хыççăн чăнласах парашютпа сикме пуçлать, пĕрремĕш разрядлă парашютист пулса тăрать, каярах – виççĕмĕш разрядлă планерист. 1955-1958 çулсенче Грузире Тбилиси хулинче çар службинче тăрать. Унта та вăл плакатсем, лозунгсем, транспорантсем, стена хаçачĕсем ÿкерет. 1958-1964 çулсенче Тбилисири патшалăх ÿнер академийĕнче вĕренет, чги Малакиевич Джапаридзе, Василий Иванович Шухаев паллă художниксем патĕнче ÿкерес ăсталăха алла илет. «Ĕçлемесен талант типсе пырать», - тенĕ пĕр ăсчах. Академире вĕреннĕ чух каникул вăхăтĕнче те килĕнче ахаль ларман, тăтăшах этюдсем тунă, çĕнĕлĕх шыранă. Ĕшеннĕ хыççăн та канма пĕлмен вăл, юлташĕсемпе тăтăшах хăйне евĕрлĕ концертсем кăтартнă. Музыка тĕнчи – Эллин тепĕр юратăвĕ. Ăна классика килĕшнĕ, ытларах опера. Музыка итленĕ хыççăн вăл час-часах алла киçтĕк тытнă, пĕр-пĕр произведение иллюстрацилекен акварель калăпланă. 1964 çулта Элли Юрьев тÿрех икĕ диплом ĕçне çырса хатĕрлет: 1)«Çĕр шăрши» («Запах земли») ятлă тĕслĕ сăрăпа ÿкернĕ пусма (У.М.Джапаридзе профессор ертÿçи пулнă). Ку пусмана вăл 1962 çулта космоса вĕçнĕ хамăр ентеше А.Г.Николаева халалланă. 2) «Слово о полку Игореве» кĕнеке валли графикăлла сери. Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн Элли Юрьев тăван çĕр-шыва 1964 çулта таврăнать, Шупашкарта тĕпленет. 1964-1969 çç. Чăваш кĕнеке издательствин художество редакторĕнче ĕçлет. 1965-1967-мĕш çулсенче Шупашкарти ÿнер училищинче ĕçлет. Вал илемлетнĕ кĕнекесем: С. Маршак «Сказки и стихи» (1964), Т.Петĕркки «Буря» (1965), А. Николаев «В космосе» (1966), Я. Ухсай «Раб дъявола» (1967), «Поэты Франции» (1967), «Стальная вера», «Пашня нового дня» М. Сеспеля (1968). 1967 çулта СССР художникĕсен Союзĕн членне илеççĕ. Турист пулса Швеци, Дани, Франци, Марокко çĕр-шывĕсенче пулса курать. «Балтика» теплоход çинче «По странам Балтики и Северной Африки» ятлă пĕрремĕш выставкине йĕркелет. 1969 çулта Шупашкар хулин гербĕн проекчĕпе çĕнтерÿçĕ пулса тухать.
1969-1976 çç. Шупашкар хулин тĕп художникĕнче ĕçлет. 1977-1988çç.- РСФСРти ХФ ЧТПМ художник штатĕнче тăрăшать. 1973-1976çç.-И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнчи художествăпа графика факультечĕн доцентĕнче ĕçлет. 1977 çултан Шупашкарти телевидени студийĕнче «В мире прекрасного» передачăна йĕркелесе пырать. 1979-1980 çç. «Ялти шевле» творчество бригадин ертÿçи. 1981 çултан Шупашкарти телевидени студийĕн художник-постановщикĕнче вăй хурать.
1982-1986 çç. Чăваш кĕнеке издательствин аслă художество редакторĕнче ĕçлет. 1998 çулта И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекн университетра «Дизайн рекламы и упаковки» дисциплинăна вĕрентет. Вăл çак выставкăсене хутшăннă: Чаваш Республикинчи (1965 пуçласа); Тĕрлĕ халăхсен кĕнекисен (Мускав,1967); Пĕтĕм Российăри «Кĕнеке искусстви» конкурсне (Мускав,1968,1984, 1986); СЭВ çĕр-шывĕсенчи халăхсен çĕнĕ набор шрифчĕ тăвакансен конкурсне ( Мускав-Монреаль, 1980); Вăтам Атăл ÿнерçисен «Аслă Атăл» (Шупашкар, 1985); Тĕрлĕ халăхсен прикладной графикин 13-мĕш биеналĕ (БРНО, 1986) выставкăсене. Хăйĕн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставкăсене «Балтика» лайнерăн борчĕ çинче 1967; Шупашкарта 1966, 1976, 1986, 1997; Янгорчино ялĕнче 1987; Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче 1988 çулта ирттернĕ. Чăваш Республикин символĕсене – Шупашкар гербне, Республикăн, Красноармейски районĕн гербĕпе ялавне калăплани Элли Юрьев пултарулăх пурнăçĕн чи мăнаçлă саманчĕсенчен пĕри. К. В Ивановăн «Нарспи» поэмине илемлетнĕ чух Элли Юрьев фотографика техники патне пырать. Элли Юрьев – талантлă çын. Вăл ăста геральдист, Чăваш Республикин Патшалăх гербĕн, Патшалăх ялавĕн, Шупашкар хулин гербĕн, тĕрлĕ медальпе наградăсен авторĕ, графика искусствине аталантаракансенчен пĕри. Унăн эскизĕпе Шупашкар хулин гербне (1969ç.), Чăваш Республикин Ялавĕпе Гербне (1992ç.) хатĕрленĕ.