2016 çулАка уйăхĕн19-мĕшĕ
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 5-6 класра вĕренекенсем «Аслă тытăçу» вăйăра тупăшрĕç. Вăйă хыççăн ачасемтăван чĕлхе пуянлăхне тата та ытларах туйса илни палăрчĕ. Ку хутĕнче «Ĕненетĕр-и?», «Ваттисен сăмахĕсене йĕркеле», «Чăваш тĕнчи» станцисене çитрĕç, унта тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тăрăшрĕç. Вăйăра капитансем те хăйсен пултарулăхне «Хивре ыйту» станцинче кăтартрĕç. Вĕсем 1 минут хушшинче ытларах очко пухма тăрăшрĕç. Пĕлмен ыйту лексен «малалла» сăмаха каларĕç. Сергеев Иванпа Дмитриева Александра иккĕшĕ те ушкăнсем валли ытларах очко пухассишĕн вăй хучĕç. Ун хыççăн ушкăнсем «Рифмине туп» станцинче сăвă çырас пултарулăха кăтартрĕç. Ăмăртура икĕ ушкăнĕ те маттур пулнине палăртмалла.