2016 çулАка уйăхĕн18-мĕшĕ
Ака уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче 5-6 классенче вĕренекенсем «Тĕлĕнтермĕш кăлтăркка» пултарулăх вăййинче тупăшрĕç. Ачасем хăйсен тавра курăмне самаях пуянлатрĕç. «Ытарлă сăмахлăх», «Тупсăмне пĕл», «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?», «Рифмăланă ыйтусем», «Çухалнă йĕркесем», «Йăнăш туп», «Пуçламăш тăрăх», «Айван ыйту» станцисенче ачасен хăйсен пултарулăхне кăтартассишĕн самаях тăрăшмалла пулчĕ. Вăйăра шухăшлав хăвăртлăхĕ те ачасене самаях пулăшрĕ.Тупăшура 46,5 бал пухса 5 классем мала тухрĕç.