2016 год6апреля
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ шутланать. Ĕç пĕлтерĕшĕ çинчен, паллах, ашшĕ-амăшĕ, вĕренÿ учрежденийĕсем кашни ачана мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстереççĕ. Ялта пурăнакан чăваш ачи вара ĕç тути-масине пĕлсе çитĕнет.
Çавна май ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Ĕç çынни çулталăкне уçрĕç. Ачасемпе хăнасем акт залне пухăнчĕç. „Çамрăк ĕçченсем“ агитбригада членĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. „Упи тăрăхĕнчи паллă çынсем“ презентаципе паллаштарчĕç.Уйрăмах стюардессĕсен тата банкирсен ташшисем кăмăла кайрĕç.
Малалла хăнасене сăмах пачĕç. Упи ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И.Дмитириева уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ачасене хăйсем паллаштарнă хисеплĕ çынсем пек пулма сĕнчĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ А.Я.Иванова ферма ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. „Кирек епле ĕçе те çăмăл е йывăр тесе хаклама çук. Чи кирли – ĕçе юратса, кăмăлласа тумалла. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна пурнăçлама лайăх, юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. Ĕçе юратса туни вара – культура паллиех. Хăвна ĕçре тупни – чи пысăк телейсенчен пĕри”, – терĕ Ленин орден кавалерĕ Апполинария Яковлевна. Ачасене пĕр доярка 15 ĕне сума пултарни шухăша ячĕ. Çавăн пекех вăл шкул ачисене Янмурзино ялĕнче кĕркунне палăк тавра лартнă йывăçсене пăхса тăма ыйтрĕ.
„Чăваш Республикин културăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ“ хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ Е.М.Константинова ачасене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.13 çул Упи шкулĕнче музыка учителĕ пулса ĕçленĕ, хор йĕркеленĕ, ял библиотекинче этнографи кетесĕ уçнă. „Кĕнекепе туслашсан, ăс пухан“, – çакна асра тытма сĕнчĕ вăл. Эпир вара ăна 70-çулхи юбилейĕпе саламларамăр.
Нестĕр Янкас премийĕн лауречĕ Г.Е.Тусли ачасене çыравçă ĕçĕпе кăсăклантарса ячĕ. „Ăс пухма тата ĕçлеме ан ÿркенĕр кăна“, – шкул ачисене халал панă евĕр пулчĕç ентеш çыравçăн сăмахĕсем.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Матвеев И.П. Упи тăрăхĕнчи паллă çынсенчен тĕслĕх илмелли çинчен чарăнса тăчĕ. И.Е.Шашков космос ракетине ăсталакан инженер, Я.А. Абрамов Патшалăхăн Пĕрремĕш Пухăвĕн депутачĕ, А.Е. Михайлов карап тăвакан конструктор, И.Н.Никифоров педагог – Социализмла Ĕç Герйĕ тата ыттисене те аса илчĕ вăл. „Хисеплĕ те сумлă, çĕр-шыва юрахлă çынсем пулас тесен сирĕн ачасем вĕренмелле, веренмелле, веренмелле!“, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ.
Сумлă хăнасене ачасем тăвăллăн алă çупса тав турĕç, татах та хăнана килме чĕнчĕç.
Петрова С.В, Васильева В.В.