Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

2015 çулраштав уйăхĕн17-мĕшĕ
Раштавăн 17-мĕшĕнче Чатукасси шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Вăл «Вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ стандарта пурнăçа кĕртсе пырасси» темăпа иртрĕ. Асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Яковлева Римма Ивановна 6 класра «Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» калавне тишкересси» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Урокра ачасем хастар ĕçлени, вĕрентекен кăларса тăратакан кăткăс ыйтусене çийĕнчех хуравлама тăрăшни, хăйсен шухăшне уççăн калама пĕлни, калаври самантсене выляса кăтартма пултарни, шыв тултарнă кĕленчесене шаккаса кĕвĕ кăларни тĕлĕнтерчĕ. Римма Ивановна ачасемпе ăшшăн калаçни, урок шăнăрне кирлĕ пек йĕркелесе пыни, ачасене тĕрлĕ ĕçсемпе кăсăклантарса ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ.
Вĕрентекенсем ларура Иван Патмар çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Патмар пуххинчи халăх ăслăлăхĕ» конференци ирттерчĕç. Унта пурĕ тăххăрăн тухса калаçрĕç. Вĕсем: Упи шкулĕнчи Васильева Вера Вениаминовна, Именкасси шкулĕнче ĕçлекен Ильина Валентина Петровна, Красноармейски шкулĕнчи Михайлов Виталий Михайлович, Пикшик шкулĕнче вăй хуракан Тихонова Людмила Анатольевна, Алманч шкулĕн вĕрентекенĕ Григорьева Татьяна Юрьевна, Трак шкулĕнче ĕçлекен Антонова Ираида Николаевна, Красноармейски шкулĕнчи Михайлова Зинаида Петровна, Еншик-Чуллă шкулĕнче тăрăшакан Герасимова Ирина Владиславовна, Чатукасси шкулĕнчи Яковлева Римма Ивановна. Кашниех хăй суйласа илнĕ темăна анлăн çутатса пама тăрăшрĕ, Иван Патмарăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ.
Тухса калаçакансем Иван Патмар пуххисенчи çăварни юррисем, туй юррисем, юмахсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем, вĕрÿ-суру чĕлхисем хамăр халăхăн пысăк пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç. Пирĕн мухтавлă ентеш халăх сăмахлăхне пухса тĕпченисĕр пуçне пултаруллă çыравçă, журналист, тавра пĕлÿçĕ, хастар салтак, вăрçă ветеранĕ пулнине те асăнса хăварчĕç.
Конференцие Эдисон Патмар та хутшăнчĕ, вĕрентекенсене ашшĕн сăваплă ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ.