«Аслă тытăçура» тупăшрĕç

2015 çулраштав уйăхĕн3-мĕшĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕш числинче республика шайĕнче «Аслă тытăçу» вăйă иртрĕ. Ăна «Хавал» пĕрлешÿ «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхе шкулĕ пулăшнипе ирттерчĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: «хулари» тата «ялти». Вăййа пирĕн районтан «Кăмăл» ушкăн (Красноармейски шкулĕ, ертÿçи Михайлова З.П.) тата «Çавал хумĕсем» (Упи вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, ертÿçисем Васильева В.В., Петрова С.В.) хутшăнчĕç. Кашни ушкăнра 5 шкул ачи пулчĕ. Вĕренекенсем вăйăра 8 тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тупăшрĕç.
«Килти ĕç» ăмăртура Чăвашра кăларнă таварсене рекламăламалла пулчĕ. «Çавал хумĕсем» ушкăн «Чесла» ООО таварĕсене, «Кăмăл» ушкăн «Кетра» ООО таварĕсене питĕ ăнăçлă рекламăлама пултарчĕ. Шкул ачисем уйрăмах районта туса кăларакан продукцисене çынсен умне ăнăçлă кăларни куракансене тыткăнларĕ. Сăмахпа каланисĕр пуçне презентаци туни икĕ ушкăна та рекламăна тата витĕмлĕрех тума пулăшрĕ.

Фото. Чесла» ООО таварĕсене рекламăлани

Ачасем малалла «Кăптак пуплев» ăмăртура тупăшрĕç. Унта вĕсен предложенири сăмахсене тĕрĕс вырнаçтармалла пулчĕ. «Диктант» ăмăртура вара ачасен чăвашла çăмăлах мар текста тĕрĕс çырмалла пулчĕ. Кунта та пирĕн район ачисем малти вырăнсене йышăнчĕç. «Кирлĕ сăмахсене кĕртсе çыр» ăмăрту та хăйне евĕр кăсăклă пулчĕ. Ачасен юрра итлеме, унтан кирлĕ сăмахсене кĕртсе лартма тиврĕ. Çухалса каймарĕç ăмăртура пирĕн район вĕренекенĕсем. Ачасемшĕн чи йывăртараххи вара «Чăваш тĕнчи» вайă пулчĕ. Кунта хутшăнакансен ÿкерчĕксем тăрăх Чăваш Республикинче вырнаçнă вырăнсем хăш вырăнпа çыхăннине, япаласен ятне тĕрĕс палăртма тирĕ. «Сăмахпа ăнлантар» ăмăрту та ачасене тыткăнларĕ. Кунта вĕсен 15 япалана ятне каламасăр урăх сăмахсемпе усă курса юлташĕсене ăнлантарма тиврĕ, лешсен вара сăмаха тĕрĕс калама тиврĕ. Пултаруллă ачасем кунта та çухалса каймарĕç. Ыттисенчен ĕçе маларах вĕçленипе те палăрчĕç. «Урăхла кала» вăйă та хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Юлашкинчен вара «Хивре ыйтăм» тупăшу пулчĕ. Унта вара капитансем тупăшрĕç. Чи нумай очко пухаканĕ Упи шкулĕнче вĕренекен Петрова Зина пулчĕ.

Фото. Чи нумай очко пухакан
капитанĕ пирĕн шкултан

4 çынран тăракан сумлă жюри членĕсен те ĕçĕ çăмăлах пулмарĕ. Юлашкинчен Марина Карягина пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ. «Аслă тытăçу» вăйăра ял шкулĕсем хушшинче Упи шкулĕн вĕренекенĕсем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Хула шкулĕсем хушшинче Красноармейски шкулĕ 2-мĕш вырăна йышăнчĕ. Çав ятпа пурне те саламлатпăр.

Фото. «Кăмăл» ушкăн

Фото. «Çавал хумĕсем» ушкăн

Хыпарлă заметкăна Васильева В.В. хатĕрленĕ. Упи шкулĕ
Сăн ÿкерчĕксене Петрова С.В. ÿкернĕ. Упи шкулĕ