Г.Е.Тусли сăвăç тĕл пулу каçĕ

2013 çyл 26 ака уйăхĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕш числинче 1-9 класс вĕренекенĕсем тĕл пулу каçне пухăнчĕç. Георгий Ефимович Тусли çинчен хатĕрленĕ презентаципе Л.А.Егорова библиотекарь паллаштарчĕ. Сцена çинче 4 класс вĕренекенĕсем ташăпа савăнтарчĕç. Георгий Ефимович пурнăç каçалăкне тишкерсе тухрĕ. Хăйĕн псевдонимĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Мамçа, Турхан ял историйĕ çинчен те каласа кăтартрĕ ентеш. 6 класс ачисем унăн сăввисене вуларĕç.
Георгий Тусли ăста купăсçă та. Ачасене юрăпа савăнтарчĕ. Курса ларакансем тахçанччен алă çупрĕç. Тĕл пулу каçĕнче 6 класс те чăваш ташшине ташларĕç.
Асăнмалăх чăвашăн пултаруллă сăвăçне, чылай çул хушши район хаçатĕнче ĕçленĕскере шкул директорĕ Юрий Владимирович кĕнеке парнелерĕ.
Пурте кăмăллă юлчĕç.

Фото. Хаклă хăнана – кĕнеке-парне