«Валентина Элпи çуралнăранпа – 100 çул» ятлă хаçат тухрĕ

2013 çyл 22 ака уйăхĕ
Ака уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче чăваш чĕлхипе литературин тата культурин эрнин планне пурнăçа кĕртес тесе 9 класс вĕренекенĕсем «Валентина Элпи çуралнăранпа – 100 çул» ятлă хаçат кăларчĕç. Уйрăмах ку ĕçре Яковлева Екатерина, Андреева Виктория лайăх ĕçленине палăртмалла. Унта вĕсем Валентина Эльпин пурнăçне лайăх кăтартнă. Çавăн пекех кĕнекисене те вырнаçтарнă.

Фото. «Валентина Элпи – 100 çул» хаçат