Чăваш чĕлхипе литературин тата культурин эрни пуçланчĕ

2013 çyл 22 ака уйăхĕ

Упи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературин тата культурин эрни пуçланчĕ. Программăра «Валентина Элпи çуралнăранпа – 100 çул» ятлă хаçат кăларасси, унăн калавĕсемпе паллашасси тата вырăсла куçарасси, Валентина Элпи каçĕ ирттересси, чăваш паллă композитор Филипп Миронович Лукинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкересси, ун ячĕпе çыхăннă викторинăпа ÿкерчĕксен конкурсĕ иртересси, «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă-конкурс пĕтĕмлетĕвне тăвасси. Малалли кунсенче чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки хĕрсе калаçăпăр, чăваш халăхĕн хальхи тата иртнĕ пурнăçне тишкерерĕпĕр.
Чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я.Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхин кунĕ уявне пултаруллă ирттерсе яма хатĕрленетпĕр. Шкул ачисем пур мероприятисене те хастар хутшăнасса шанса тăратпăр.