«Пуян чăваш вăрманĕ» калаçу урокĕ

2013 год 21 марта

Март уйăхĕн 21-мĕш числинче 6 класс ачисемпе «Пуян чăваш вăрманĕ» очерк тăрăх калаçу урокĕ ирттертĕмĕр. Ачасем вăрман чăнах та пуян вырăн пулнине калама пултарчĕç. Кайăк сассисене те аванах уйăраççĕ. Вăрмана упрамалли çинчен те калаçу пулчĕ. Ачасем хăйсен сăмахĕсене ваттисен сăмахĕсемпе çирĕплетрĕç. Кашни çын йывăç лартма тивĕç текен шухăш патне çитрĕç вĕренекенсем. Вăрман çинчен çырнă сăвă-юрăпа, калавсемпе паллашни ачасен камăлне кайрĕ. Авалхи тата паянхи вăрман пирки калаçу пычĕ юлашкинчен.

Фото. В.В.Васильева проводит урок