Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш чĕлхи учителĕсен фестивалĕ малалла тăсăлчĕ. Васильева Вера Вениаминовна (Упи шкулĕ), Никандрова Ангелина Юрьевна (Карай шкулĕ), Антонова Ираида Николаевна (Трак шкулĕ) уçă уроксем пачĕç. Еншик-Чуллă вĕрентекенĕ Андреева Галина Андреевна ачасемпе "Вăйă карти" кăтартрĕ. Упи шкулĕнчи "Çавал хумĕсем" кружок членĕсем чăваш чĕлхи кунне халаласа сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене шкулăн историпе краеведени музейĕнче чысларĕç. 1-мĕш вырăна Никандрова Ангелина Юрьевна тухрĕ.