Театр кунĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 1-5 классенче вĕренкенсем хăйсем хатĕрленĕ кĕске сценкăсем паллаштарчĕç. Вĕсем И.Я.Яковлев хайлавĕсем тăрăх пулчĕç. Куракансене 4-мĕш класс "артисчĕсем" кăмăла кайрĕç. 1-мĕш вырăна "Тилĕпе иçĕм çырли" хайлав тăрăх хатĕрленĕ сценка тухрĕ. 2-мĕш вырăнта "Тăрнапа тилĕ"( 5 кл.), "Йăлăнтармăш" ( 2 кл.), 3-мĕш вырăнта "Ача макăрни" ( 4 кл.).