«Улăп» вăйă-конкурса васкăр!

Аксар Чунтупай (13.04.2012 19:46) :: 5 хут пăхнă
«Улăп» вăйă-конкурса хутшăнма 100 ытла ача кăмăл турĕ те ĕнтĕ. Эсир те васкăр!
«Улăп-2012: эпир Улăп йăхĕнчен» вăйă-конкурса хутшăнма заявка ярса памалли кунсен шучĕ сахаллансах пырать. Тепĕр 4 кун çеç юлчĕ. Асаилтеретпĕр: Вăйă-конкурс ака уйăхĕн 17-25-мĕшĕсенче иртет. Унта 5-7, 8-9, 10-11 класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Унччен малтан учитель пуçарнипе Microsoft Exsel формăпа шкултан mixaj_58@mail.ru электрон почти çине заявка ярса памалла. Унта çак реквизитсене кăтартмалла:
1. Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ
2. Шкул
3. Класс
4. Телефон
5. E-mail
6. Вĕрентекен
Конкурса пуçлама вăхăт çитсен вăйă ертӳçи ачан е учителĕн электрон почти çине йыхрав ярать. Йыхравра конкурс иртекен http://www.make-test.ru сайт çине кĕме ыйтакан сĕнӳ пулать. Йыхравра кăтартнă ятарлă кодпа сайтра регистрациленмелле те тест ыйтăвĕсене хуравламалла (Асăрханăр: сайтри теста хуравлама «тестируемый» тесе çырăнмалла!). Вăйă-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулма тивĕç.


Хыпар çăлкуçĕ: http://chuvsite.ucoz.ru/