Красноармейски районĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул
Чăваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ
Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕ ака уйăхĕн 22-мĕш числинче «Юхма Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăпа (Васильева Вера Вениаминовна йеркелесе пынипе) ачасем презентаци хатĕрлерĕç. Материалсем пухассипе 7-9 классене хутшăнтартăмăр. «Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» темăпа уйрăмах 7 классем материалсене аван хатĕрленине палăртмалла. Район шайĕнчи ăмартура презентаци 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.
«Чăваш çĕршывĕ – виçĕ космонавт республики» (23.04.2011) КВНа 6-7 класс ачисем хушшинче Петрова С.В. йĕркелесе пычĕ. Ăмарту хĕрÿ пулчĕ. Ачасем чăваш космонавчĕсем çинчен аван пĕлнине палăртмалла. 2 эрне маларах Бударин пирĕн шкулта пулни те ачасен тавра курăмне тарăнлатнине асăрхарăмăр. Ачасем космоса çĕкленмелли карапсене те хутсенчен турĕç. КВН 7-мĕш классем çĕнтернипе вĕçленчĕ.
Ака уйăхĕн 25-мĕш числинче «Ухсай Яккăвне сума сăватпăр» литмонтаж пулса иртрĕ. Ачасем пурте акт залне пуçтарăнчĕç. «Çавал хумĕсем» фольклор ушкăнĕ пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. (1-11 кл)
«Юхма Мишши – тĕрлĕ енлĕ талант» хаçат кăларас ĕçе 7-мĕш класс ачисем аван хутшăнчĕç. Çак хаçат район шайĕнчи шкулсем хушшинчи тупăшура 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Ака уйăхĕн 27-мĕш числинче 5-10 классем хушшинче пуçватмăшсен тупăшăвне Васильева Вера Вениаминовна йĕркелесе пычĕ. Унта çакăн евĕрлĕ темăсем пулчĕç: вăлтай пуркки, айван ыйту, лаша, ăçта вĕсем, пире халалланă, вăхăт вахтёрĕ …Çак тупăшура уйрамах 6, 7 классем тавçăруллăрах пулнине палăртмалла. 1-меш вырăна 6 класс йышанчĕ. 2-мĕш вырăна вара 7 тухрĕç.
Çав кунах «Туслăх» эрнине халалланă «Шанчăклă юлташ» уçă класс сехечĕ 7-мĕш класра иртрĕ. Çак класс сехетĕнче район шкулĕсенчен килнĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем те пулчĕç. Класс сехечĕ пысăк шайра иртнине палăртрĕç.
«Ваттисен сăмахĕсен тĕнчинче» уяв вара ака уйăхĕн 28-мĕш числинче пулчĕ. Уявра 5-мĕш классем ваттисен сăмахĕсене нумай пелнипе тĕлĕнтерчĕç.
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ символика кунĕ. Çак куна халалласа эрнен планĕпе килĕшÿллĕ «Чăваш гербĕпе ялавĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем çак ăмăртăва 50 ĕç тăратрĕç. 1-мĕш вырăна жюри членĕсем çаксене пама йышăнчĕç: Петрова Анастасия (6 класс), Федотова Линда (7 класс), Артемьева Людмила (3 класс) . 2-мĕш вырăна çаксем йышăнчĕç: Иванова Юля (6 класс), Данилова Дина (7 класс), Антонова Каринăпа Егоров Дмитрий (3 классем). 3-мĕш вырăнта Николаичев Данил (1 класс), Осипова Анна (4 класс), Григорьев Юрий (6 класс).
4-мĕш урокра вара Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă хайлавĕ» тăрăх 8 класра «Пăрнас марччĕ тÿрĕ çул çинчен» уçă урок иртрĕ. Урокра тунă пĕтемлетÿ ачасене кăна мар, çитĕннисене те шухăша ячĕ.
Ака уйăхĕн 30-мĕш числинче эрнене пĕтемлетме ачасем акт залне пуçтарăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кунта грамотăсемпе чысларăмăр. Эрне ĕçĕ пурне те килĕшрĕ.
Чăваш чĕлхипе литература эрни «Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăлкуçĕ»