Неделя чувашского языка и литературы

Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕ ака уйăхĕн 22-мĕш числинче «Юхма Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăпа (Васильева Вера Вениаминовна йеркелесе пынипе) ачасем презентаци хатĕрлерĕç. Материалсем пухассипе 7-9 классене хутшăнтартăмăр. «Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи» темăпа уйрăмах 7 классем материалсене  аван хатĕрленине палăртмалла. Район шайĕнчи ăмартура презентаци 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.

«Чăваш çĕр-шывĕ – виçĕ космонавт республики» (23.04.2011)  КВНа 6-7 класс ачисем хушшинче Петрова С.В. йĕркелесе пычĕ. Ăмарту хĕрÿ пулчĕ. Ачасем чăваш космонавчĕсем çинчен аван пĕлнине палăртмалла. 2 эрне маларах Бударин пирĕн шкулта пулни те ачасен тавра курăмне тарăнлатнине асăрхарăмăр. Ачасем космоса çĕкленмелли карапсене те хутсенчен турĕç.  КВН 7-мĕш классем çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕш числинче «Ухсай Яккăвне сума сăватпăр» литмонтаж  пулса иртрĕ.  Ачасем пурте акт залне пуçтарăнчĕç. «Çавал хумĕсем» фольклор  ушкăнĕ пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. (1-11 кл)

«Юхма Мишши – тĕрлĕ  енлĕ талант» хаçат кăларас ĕçе 7-мĕш класс ачисем аван хутшăнчĕç. Çак хаçат район шайĕнчи шкулсем хушшинчи  тупăшура 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Ака уйăхĕн 27-мĕш числинче 5-10 классем хушшинче пуçватмăшсен тупăшăвне Васильева Вера Вениаминовна йĕркелесе пычĕ. Унта çакăн евĕрлĕ темăсем пулчĕç: вăлтай пуркки, айван ыйту, лаша, ăçта вĕсем, пире халалланă, вăхăт вахтёрĕ …Çак тупăшура уйрамах 6, 7 классем тавçăруллăрах пулнине палăртмалла. 1-меш вырăна 6 класс йышанчĕ. 2-мĕш вырăна вара 7 тухрĕç.

 Çав кунах «Туслăх» эрнине халалланă «Шанчăклă юлташ» уçă класс сехечĕ 7-мĕш класра иртрĕ. Çак класс сехетĕнче район шкулĕсенчен килнĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем те пулчĕç. Класс сехечĕ пысăк шайра иртнине палăртрĕç.

 «Ваттисен сăмахĕсен тĕнчинче» уяв вара ака уйăхĕн 28-мĕш числинче пулчĕ. Уявра 5-мĕш классем ваттисен сăмахĕсене нумай пелнипе тĕлĕнтерчĕç.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ символика кунĕ. Çак куна халалласа эрнен планĕпе килĕшÿллĕ «Чăваш гербĕпе ялавĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем çак ăмăртăва 50 ĕç тăратрĕç. 1-мĕш вырăна жюри членĕсем çаксене пама йышăнчĕç: Петрова Анастасия (6 класс), Федотова Линда (7 класс), Артемьева Людмила (3 класс) . 2-мĕш вырăна çаксем йышăнчĕç: Иванова Юля  (6 класс), Данилова Дина (7 класс), Антонова Каринăпа Егоров Дмитрий (3 классем). 3-мĕш вырăнта Николаичев Данил (1 класс), Осипова Анна (4 класс), Григорьев Юрий (6 класс).

4-мĕш  урокра вара  Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă хайлавĕ» тăрăх 8 класра  «Пăрнас марччĕ тÿрĕ çул çинчен» уçă урок иртрĕ. Урокра тунă пĕтемлетÿ ачасене кăна мар, çитĕннисене те шухăша ячĕ.

Ака уйăхĕн 30-мĕш числинче эрнене пĕтемлетме ачасем акт залне пуçтарăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кунта грамотăсемпе чысларăмăр. Эрне ĕçĕ пурне те килĕшрĕ.

\nучитель чувашского языка и литературв Васильева В.В.